среда, 13 февраля 2013 г.

ильин кирле мар

      Ман шутпа, чăвашла кино ÿкерменшĕн пĕр пирĕн учреждени айăплă теме çук. Унчченрех штатра оператор, режиссер, ытти специалист та пулнă, анчах финанс ыйтăвĕсене пула илемлĕ фильмсем ÿкересси патнех çитеймен ĕç-пуç, пăшăрхануллăн калаçать Артур Владимирович. Тен, малашне ку ĕçе патшалăх шайĕнчех йĕркелесе яма та пулĕ. Шупашкар хулинчи И.Яковлев проспектĕнчи 12 «а» номерлĕ çуртра вырнаçнă хал&#

      «Пĕрремĕшсем» тесе уççăн калама, çирĕплетме те хăрамастпăр. 1926 1932 çулсенче ĕçленĕ «Чăвашкино». Илемлĕ фильмсем, документаллă лентăсем ÿкернĕ, кинофикаци, кинопрокат ыйтăвĕсемпе ĕçленĕ, сценаристсем, режиссерсем, актерсем, художниксем хатĕрлес енĕпе тăрăшнă. Наци культурипе искусствин аталанăвĕшĕн тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем шутланнă вĕсем. Çак 4-5 çулта чăваш киностудийĕ 6 илемлĕ фильм тата 10 яхăн документлă лента ÿкернĕ. Сăмах май, паян фондра упранакан 10 пин ытла фильм хушшинче 2-3-шне кăна курма пулать. 1926 çулхи авăн уйăхĕнче акă проката «Атăлçи пăлхавçисем» (Волжские бунтари) ятлă чăвашла илемлĕ фильм тухать (малтанхи ячĕ «Аслă пăлхарсем» (Великие булгары). Ĕçсем хресченсен 1906 çулхи пăлхавĕпе çыхăннă. Картинăра вырăс актерĕсемпе пĕрлех чăвашсем те вылянă. Фильмра чăваш йăли-йĕркине кăтартни пысăк вырăн йышăннă. 1927 çулта И.Максимов-Кошкинскин сценарийĕпе Сарпике ятлă чухăн хĕрпе Гарри помещик çинчен каласа паракан «Сарпике» фильм çуралнă. Рольсенче пурте тенĕ пекех чăвашсем. 1928 çулта куракан умне революцичченхи пурнăçпа паллаштаракан «Хура юпа» синкерлĕ фильм тухать. Актерсем пурте чăвашсем. Хăйне май символла ирĕклĕ чăваш ывăл-хĕрĕн талантне кăтартакан картина вăл. Сценарисчĕ, режиссерĕ каллех Иоаким Степанович. Çĕкленсе вăй илме тытăннă кăна ĕнтĕ «Чăвашкино» ăна Атăл тăрăхĕнчи çакăн евĕр тытăмсене пĕр çĕре чăмăртанă «Востоккино» пĕрлешĕве параççĕ. «Востоккино» «Чăвашкино» студие çăтса ярать. Çапла вара 30-мĕш çулсем И.С.Максимов-Кошкинскишĕн синкерлĕ килсе тухаççĕ ăна айăпсăр çĕртенех репрессилеççĕ, вăл ÿкернĕ чылай фильма вара «çухатаççĕ».

      Епле-ха капла? «Чăвашкино» йĕркеленнĕренпе 85 çул çитрĕ тетпĕр пулсан, мĕншĕн вырăнти тĕп халăх чĕлхипе илемлĕ фильмсем кăларассинчен айккинче тăрать «Чăвашкино» патшалăх учрежденийĕ? Вăл ĕçлемест теме те çук, унта вăй хуракансем йĕркеленĕ мероприятисенче пĕрре мар пулма тÿр килнĕ. Тĕрлĕ тематика каçĕсем, тĕл пулусем, кинофестивальсем, кинолекторисем, киноклубсем, ыр кăмăллăх акцийĕсем т.ыт.те. Пилĕк çул каялла асăннă киностудин 80 çулне чаплăн паллă туни те куç умĕнче. СССР халăх артистки Инна Макарова, РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Святослав Бэлза, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Шатина та хутшăннăччĕ çак ятпа Шупашкарта чÿк уйăхĕнче иртнĕ уява. Мускавсем килни аван паллах, анчах Иоаким Максимов-Кошкинские, тĕлĕнмелле телейлĕ, çав вăхăтрах синкер шăпаллă чăваш çĕрĕ-шывĕн патриочĕ, тĕрлĕ енĕпе аталаннă çын, унăн ĕçĕсем çинчен те мантарас килмест халăхăма. «Чăвашкино» студи йĕркелÿçи, унăн режиссерĕ, сценарисчĕ, актерĕ те пулнă вăл. Мăшăрĕ Татьяна Степановна Бурашникова Тани Юн тата мĕнле пултаруллă актриса пулнине епле манар-ха?!

      Сирĕн фондсенче «Чăвашкино» студи ÿкернĕ пĕрремĕш илемлĕ фильм «Атăлçи пăлхавçисем» пур-и? Чăвашла киносем ÿкеретĕр-и? ыйтрăм «Чăваш Республикин электронлă тата кинодокументацин патшалăх архивĕ» патшалăх учрежденийĕн (2007 çулччен «Чăвашкино», директорĕ Н.И.Медведев) кинодокументсене пуçтарас тата вĕсемпе усă курас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан А.В.Галкинран. Çук иккен...

е «Аксар», «Орион» евĕр киностудисенче?

Камра малашлăх: «Чăвашкинора»

«ЧĂВАШКИНО» 85 ÇУЛТА

реквизиты, юридический и почтовый адрес остаются прежними.

tel/fax 57-07-33, 57-07-32, 57-07-31. Банковские

С 1 мая 2011г. офис и база переезжают на новый склад по адресу:

Комментариев нет:

Отправить комментарий